Райцентртан килнӗ чиновник клуба пухӑннӑ ҫынсене ҫӗршыври лару-тӑрупа паллаштарать: "Манман пулӗ иртнине - виҫӗ уйӑх пенси укҫи илеймесӗр хӑшкӑлнӑ вӑхӑта е эрехе, сигарета талонпа ҫеҫ панӑ тапхӑра, - тет. - Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, ҫавна май общество малаллах аталанса пырать".
- Аталаннине темех курса каймарӑмӑр-ха, киввине сивлесе-тиркесе аркатрӑмӑр та колхоз-совхозсемсӗр тӑрса юлтӑмӑр, фермӑсенче сил ачисем шӑхӑрмалла выляҫҫӗ, ял ҫынни ӗҫ тупаймасӑр хӑшкӑлать, ҫакӑ малалла кайни пулчӗ-и ӗнтӗ? - кӑмӑлсӑрланса калаҫма пуҫлать пӗри.
- Пурне те тиркеме васкар мар-ха, юлташсем. Мӗн тесен те пурнӑҫра хальлӗхе усаллинчен ырри нумайрах: патшалӑх ҫынсене ӗҫлесе пурӑнма ҫӗр парать, ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗр ҫавӑрма кредитпа, субсидипе тивӗҫтерет, ытарлӑ каласан, тӗттӗм туннель вӗҫӗнче те ҫутӑ курӑнма пуҫларӗ
теме май пур, - лӑплантарма тӑрӑшать район центрӗнчен килни.
"Туннель вӗҫӗнчи ҫутӑ" тенӗ ытарлӑ каларӑшпа хӑй вӑхӑтӗнче пуҫласа 1962 ҫулта АПШ президенчӗ Дж. Кеннеди пресс-конференци ирттернӗ чухне усӑ курнӑ. Вӑл вӑхӑтра Вьетнамра вӑрҫӑ пынӑ. Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май президент: "Эпир хальлӗхе туннель вӗҫне кураймастпӑр-ха, анчах кун пирки ҫапла калана пулӑттӑм: ҫулталӑк каяраххипе танлаштарсан туннель вӗҫӗ тӗттӗмрен хӑтӑлса, ҫуталса пырать", - тенӗ.
1974 ҫулта Совет Союзӗн кинотеатрӗсенче "Свет в конце туннеля" илемлӗ фильм кӑтартма тытӑнаҫҫӗ, вара ҫак каларӑш прессӑра та, интеллигенци хушшинче те анлӑн сарӑлса каять. Халӗ эпир ӑна пӗр-пӗр пӑтӑрмахлӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ йывӑр лару-тӑрура та шанӑҫа ҫухатма кирлӗ мар тенӗ пек ӑнланатпӑр.